ЧӲК | 12 |
Шупашкар районӗнчи Анат Кӗнер вӑтам шкулӗнче кунта халиччен нихҫан та пулман уяв — ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсен пӗрлехи «Ӑсталӑх арчисен кунӗ» пулса иртрӗ. Вӑл кун вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, кукашшӗ-кукамӑшсем, аслашшӗ-асламӑшсем шкула чӑваш тумӗпе пухӑнчӗҫ. Пурте тӑван чӗлхепе калаҫрӗҫ, пиллерӗҫ, сӑмах каларӗҫ, юрларӗҫ, ташларӗҫ. Уява Шупашкартан пынӑ хӑнасене (Чӑваш наци конгресӗнчен Герольд Никифорова, Вӗрентӳ институтӗнчен Юрий Виноградова, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗнчен Сергей Сорокина, «Сувар» фондран Тимӗр Тяпкина тата ыттисене) шкул директорӗ Татьяна Майоровапа вӗренекенсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, кашни класс пӗр-пӗринпе ӑмӑртса уйрӑммӑн хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗ, тӗрӗ-эрешпе, тум-юм кӑтартӑвӗпе савӑнтарчӗ. Уява хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн Татьяна Михайловна республикипе паллӑ Эдуард Бахмисов культуролога чӗререн тав турӗ.
«Арчасен вӑчӑрине» ача пахчинчи пукане пек чиперккесем пуҫларӗҫ, вӗсем выляса кӑтартни ял халӑхне тӳрех ҫӗклентерсе ячӗ. Пӳрнескесен ҫӳпҫи тӗлӗнмелле пуян.
Кӳкеҫрисем Кӳкеҫех юлӗҫ. Ҫакӑн ятпа маларах эпир хыпар пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, унта сӑмах асӑннӑ район центрӗнчи Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ ҫуртра (вӑл ишӗлекен ҫурт шутланать) пурӑнакансене Ишлее куҫарасси пирки пыратчӗ. Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев пуҫарнипе Кӳкеҫ поселокӗн Халӑх канашӗ Шупашкар район администрацине ҫак ыйтупа маларах ҫыру та ҫырнӑччӗ.
Кайран ку ыйтупа район прокуратури те кӑсӑкланма тытӑннӑччӗ. Халӗ, ав, республикӑн Ҫурт-йӗр, строительство тата архитектура министерствинчен Кӳкеҫе хурав килнӗ. Унта ҫынсене Ишлее ирӗксӗр куҫармассине, район администрацийӗнче Кӳкеҫрех вырӑн тупса пама пулнине пӗлтернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи вулавӑшсенче «Ҫулталӑкри кӗнекене суйлатпӑр» акци старт илнӗ. Вӑл кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртет.
Акципе килӗшӳллӗн, ҫынсем аслисен тата ачасен хушшинче чи нумай вуланакан кӗнекене суйлаҫҫӗ. Ҫакна сасӑлав мелӗпе палӑртаҫҫӗ.
Юратнӑ хайлавшӑн районти тӗп вулавӑш сайтӗнче сасӑлама пулать.
Онлайн-сасӑлав чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ. Акци пӗтӗмлетӗвӗпе раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак сайтрах паллашма май пулӗ.
Пӗлтӗр А.Павловскаян «Вӗренӗ шывӗ те пылак» кӗнеки чи нумай сасӑ пухнӑ. Уншӑн 234-ӑн сасӑланӑ. Вулакансене романри сюжет, чӑваш хресченӗн пурнӑҫне ҫутатни килӗшнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енре кинофестиваль иртӗ. 11 лапамра экологи пирки ӳкернӗ фильмсене кӑтартӗҫ.
ЧР Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче 14 сехетре уҫӑлӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче, 5 кун, ЧР Патшалӑх электрон тата кинодокументаци архивӗнче те фильмсем кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех «Салют» культура керменӗнче, «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра кӑтартӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта таврапӗлӳпе истори музейӗнче, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш районӗсенче - клубсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче фильмсем курма май пулӗ.
Ҫавӑн пекех фестиваль вӑхӑтӗнче экологи эксперчӗсемпе тӗлпулусем иртӗҫ, экологипе ҫыхӑннӑ алӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ тата ачасен ӳкерчӗкӗсен конкурсне хутшӑнма май пулӗ.
Мускавра ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявне ирттереҫҫӗ. Унта пирӗн ентешсем те хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ лапам тӑрӑх ытти халӑх ывӑл-хӗрӗпе пӗрле чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ 200 ытла пултаруллӑ ҫын юрласа та ташласа, карталанса иртесси пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет.
Мускаври уява хутшӑнма Етӗрне районӗнчи «Вирьял», «Латус», Шупашкар районӗнчи «Ҫеҫпӗл», «Шемшер Ен», «Туслӑх», «Шурӑмпуҫ», «Шортан», «Толикасинские бабки», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер», «Кӑмӑл», Муркаш районӗнчи «Муркаш» тата Шупашкарти «Юрай», «Уяв» пултарулӑх ушкӑнсем тухса кайнӑ. Артистсен юрри-ташшине ҫутатма Чӑваш Енрен Мускава каякан делегаципе пӗрле Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн журналисчӗсем те ҫула тухнӑ.
Тутарстан Республикинче ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ тата Раҫҫей халӑх шкул ачисен иккӗмӗш вулавӗ иртнӗ. Ӑна Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи тата «Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ» хысна учрежденийӗ йӗркеленӗ.
Юпан 28-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине ҫичӗ халӑх (вырӑс, тутар, пушкӑрт, чӑваш, мари, удмурт тата ирҫе-мӑкшӑ) ывӑл-хӗрӗ пуҫтарӑннӑ. 600 ытла ӗҫрен 94 шкул ачин ӗҫӗ малтанхи тапхӑрта ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Вырӑс, тутар, чӑваш халӑх ачисем уйрӑм секцисем тӑрӑх пайланса ӗҫленӗ.
Ҫак сумлӑ конференцие Чӑваш Республикинчен виҫӗ вӗренекен йыхрава тивӗҫни пирки Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтерет. Вӗсен шутӗнче Шупашкар районӗн Тутаркасси вӑтам шкулӗн 10-мӗш класс вӗренекенӗ Марина Васильева (вӗрентекенӗ — А.В. Ишова), Кӑшавӑш вӑтам шкулӗн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Татьяна Карамаева (вӗрентекенӗ — Е.А. Майков) тата Шупашкар хулин 59-мӗш шкул вӗренекенӗ Екатерина Антошина (вӗрентекенӗ — Е.Л. Чернова) пулнӑ. Чӑваш филологи секцинче чи маттуррисем 12-ӗн тупӑшнӑ. Кунта Тутарстанта чӑвашла тӑрӑшса вӗренекенсем те хӑйсен тӗпчев ӗҫӗсене хӳтӗленӗ.
Шупашкарта ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. «Ҫамрӑк поэтсем — Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ» конкурса чылаййӑн хутшӑннӑ.
Жюри умне Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Елчӗк, Шупашкар районӗсенчен, Шупашкартан килнӗ ачасем тухса сӑвӑ вуланӑ.
Конкурса Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявне халалласа ирттернӗ. Ҫавна май сӑвӑ темисем те унпа килӗшсе тӑнӑ: туслӑх, пӗрлӗх, Тӑван ҫӗршыва юратни.
Ачасем конкурсра хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене ҫеҫ вуланӑ. Сӑвӑсем чӑвашла та, вырӑсла та янӑранӑ. Чылайӑшӗ поэзи кружокне ҫӳрет-мӗн. Сӑмах май, кунашкал кружоксем халӗ чылай шкулта, пултарулӑх центрӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Жюри паташӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ачасен сӑвӑ ҫырас ӑсталӑхӗ ӳснӗ. Альбина Юрату ҫапла палӑртнӑ: поэзи пур пулсан пуласлӑх та пур.
Шупашкар хула администрацийӗ ҫӗнӗ масар вырӑнӗсене хатӗрлесе ҫитернӗ. Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ патӗнчи 11 тата 12-мӗш номерлӗ ҫӑвасенче пытармалли вырӑн сахалланса юлнине кура хула администрацийӗ 2-шер гектарсемлӗ 8 лаптӑк туяннӑччӗ. Халӗ ҫав ҫӗрсене хӑтлӑх кӗртсе пӗтернӗ.
Ку ӗҫе пурнӑҫлама конкурс ирттерсе «Эльбрус» ятлӑ тулли мар яваплӑ обществӑна тата «Ритуал пулӑшӑвӗ» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятине палӑртнӑ.
«Эльбрус» обществӑн асфальтпа бетонтан ҫул сармалла пулнӑччӗ, «Ритуал пулӑшӑвӗн» — карта тытса ҫаврӑмаллаччӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫула 1.7 миллион тенкӗлӗх сарнӑ. Карти те хатӗр. Ӑна тытма 447,35 пин тенкӗ тухса кайни пирки Шупашкар хула администрацийӗ хыпарлать.
17-мӗш номерлӗ масара хӑтлӑх кӳртесси малалла пырать.
Ӗҫ пахалӑхне хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управленийӗ хакласа тӑрӗ.
Сӑнсем (5)
Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем тырӑ типӗтмелли агрегатсен пӗлтерӗшне питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Лайӑх типӗтмен тырра тирпейлекенсем те хапӑлламаҫҫӗ, упранма та ун пек тырӑ начар упранать, кӑвакарса япӑхать, выльӑха пама ат юрӑхсӑра тухма пултарать. Типӗтмелли комплекссем ҫуккипе хуҫалӑхсем вӑл пур кӳршӗллӗ предприятисенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ку вӑл, паллах, тӳлевсӗр мар.
Хуҫалӑхшӑн ҫивӗч ҫак ыйту малашне Шупашкар районӗнчи темиҫе хуҫалӑхра татӑлӗ. «Прогресс» акционерсен обществинче иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫӗнӗ комплекса тӗрӗслемелле ӗҫлеттерсе пӑхнӑ. Ҫак эрнере ӑна хута ямалла. Комплекс хӑвачӗ сехетре 20 тоннӑпа танлашать.
Сӑмах май, ун пеккине нумаях пулмасть асӑннӑ районти Ленин ячӗллӗ колхозра хута янӑ. 13 миллиона кайса ларнӑ комплекса халӗ хӗле валли тирпейлесе хунӑ ӗнтӗ. Ун йышширех типӗтмелли комплекссем «Чӑваш бройлерӗ», «Приволжское» хуҫалӑхсенче те пур. Ҫав вӑхӑтрах Куйбышев ячӗллӗ, «Туруновский», «Туруновская», «Средняя Волга», Кадыков ячӗллӗ хуҫалӑхсен урӑх предприятисенче типӗтме тивет.
Шупашкар район администрацине малашне те унчченхи пуҫлӑхах, Георгий Егоров, ертсе пырӗ. Паян, юпан 22-мӗшӗнче, унта районти Депутатсен улттӑмӗш созыври пухӑвӗн виҫҫӗмӗш черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. «Халӑх тарҫисем» пӑхса тухнӑ ултӑ ыйту хушшинче администраци пуҫлӑхне ҫирӗплетесси те пулнӑ.
Пӗрремӗш ыйтӑва кун йӗркине кӑларнӑ май конкурс комиссийӗн председателӗ Альбина Егорова, вӑл республикӑн Тариф службин пуҫлӑхӗ, конкурс комиссийӗ ҫӗнтерӳҫӗ тесе Георгий Егоров тесе йышӑннине пӗлтернӗ. Депутатсем конкурс комиссийӗпе килӗшнӗ, Георгий Егоровшӑн сасӑланӑ. Ҫапла вара Шупашкар район администрацине ҫитес пилӗк ҫулта Георгий Егоров ертсе пырӗ.
Георгий Егоров — Шупашкар район ҫынниех. Район администрацине ертсе пыма пуҫличчен Георгий Егоров тӑван районӗнчи «Приволжское» хуҫалӑх пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Сӑнсем (18)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |